Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çулçÿрев
6 Июлӗн 2022, 10:01

Турист программи республикӑпа 42 тур сӗнет

Радий Хабиров хӑйӗн ҫӗнӗ постне «Башкирское долголетие. Туризм» программăна, ҫул ҫӳрес текен аслӑ ӑрăва халалланӑ.  

Турист программи республикӑпа 42 тур сӗнет
Турист программи республикӑпа 42 тур сӗнет

Радий Хабиров хӑйӗн ҫӗнӗ постне «Башкирское долголетие. Туризм» программăна, ҫул ҫӳрес текен аслӑ ӑрăва халалланӑ.

Программӑн туризм турачӗпе ӗҫлекен маршрутсен шучӗ ӳснӗ: паянхи куна 14 туроператор республика тăрăх 42 тур сӗнеҫҫӗ.

"Пенсире те пирӗн аслӑ ӑру представителӗсем активлӑ, интереслӗ, тулăх пурӑнни пирӗншӗн питӗ кирлӗ. Эпир вӗсене хамӑрӑн кӑсӑклӑ та уникаллĕ республикӑна кӑтартасшӑн", — палӑртнӑ регион Пуҫлӑхӗ.

Кӑҫал программӑна 10 пин ҫын валли палӑртнӑ. Унта 60 ҫултан иртнĕ арçынсене тата 55 ҫултан иртнĕ хĕрарăмсене, ҫав шутра выслугăпа пенсие срокчен тухнисене те чӗнеҫҫӗ.

Пушкӑртстанпа ҫул ҫӳреве ҫулталӑкра пӗр хут кайма пулать. Программӑна хутшӑнакансемшӗн трансфер, страховка, маршрутпа экскурсисем (8-10 сехет), гид-экскурсовод, медицина тата социаллӑ ӗҫченсем, ӗҫмелли шыв тӳлевсӗр.

Хутшӑнас тесен долголетие.соцтуризмрб.рф  сайтра регистрациленмелле тата меллӗ маршрут тата хӑҫан пулмаллине суйласа кирек мӗнле тур ҫине те ҫырӑнмалла е хӑйсен хулин е район администрацине каймалла.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

Турист программи республикӑпа 42 тур сӗнет
Турист программи республикӑпа 42 тур сӗнет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: