+2 °С
Уҫҫӑнах
Хальхинче республика пуҫлӑхӗ Mia Terra ҫӗнӗ глэмпингпа паллаштарнӑ.
"Илемлӗхе кӑтартатӑп. Паян эпир Бирск районӗнче ӗҫлетпӗр. Кунта предпринимательсем глэмпинг йӗркеленӗ. Çăтмахри пек вырӑнсем, урӑхла калаймастӑп. Акӑ ҫакӑн пек общество анлӑшӗсем, палаткӑсем. Ачасемпе пӗр кунлӑха, иккӗ, виҫӗ кунлӑха килме пулать", - палӑртрӗ Радий Хабиров.
Юлашки виҫӗ ҫул республикӑра туризм инфратытӑмне аталантарас енӗпе системӑллӑ ӗҫ пырать, ҫавӑн пекех пӗлтернӗ регион пуҫлӑхӗ. 38 глэмпинг уҫӑлнӑ ӗнтӗ, тата 99-шĕ черетре, ҫав шутра "Торатау" тата "Янгантау" геопарксенче.
Сăнÿкерчĕкĕ: Радий Хабиров ВК.