Пушкӑртра регионти правительство туризма 2035 ҫулччен аталантармалли стратегине ҫирӗплетнӗ.
Документа республикӑн право информацийӗн порталӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
Правительство постановленийӗнче асӑннӑ стратегие республикӑра шалти тата кӗрсе ҫӳремелли туризма аталантарма, пахалӑхлӑ тата конкурентлӑ турист продуктне шалти тата пӗтӗм тӗнчери турист рынокӗнче йӗркелеме тата малалла аталантарма хӑтлӑ майсем туса парассине палӑртнӑ.
Ҫакна тӑвас тесен туризмӑн социаллӑ пӗлтерӗшне тата регионта пурӑнакансемпе Раҫҫей гражданӗсемшӗн кану тата сывлӑха ҫирӗплетмелли майсене, ҫавӑн пекех отрасльти бизнеса ӑнӑҫлӑн аталантармалли условисене вӑйлатмалла.
МИХ информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.