Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн малтанхи канмалли кунӗсенче "Пушкӑртстан Республикин Шкул туризмӗ" проект пуҫланнӑ.
Ҫула чи малтан Уфари 48-мӗш лицейри шкул ачисем кайнă. Вӗсем валли "Уфа -Успенский Свято-Георгиевский арҫын мӑнастирӗ "Святые Кустики" - Павловка - Красный ключ - Уфа " маршрутпа икӗ кунлӑх тур хатӗрленӗ.
"Пурте питӗ лайӑх иртрӗ, чи кирли — ачасем хӑйсем те, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем те питӗ кӑмӑллӑ", - тесе ҫырнӑ соцсетьре ПР предпринимательлӗх тата туризм министрӗ Рустем Афзалов.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, пирвайхи ҫул кӑткӑс ӗҫӗн пӗрремӗш итогӗ пулса тӑнă. Турсем питӗ нумай пулӗҫ-ха, кашнинех тӗплӗн йĕркелӗҫ, мĕнпур вак-тӗвек таранах шухӑшласа пӑхӗҫ, - сӑмах панă чиновник.
"Башинформ" информацийĕпе.