+2 °С
Уҫҫӑнах
Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ кӑҫал пире 3 кун канма май парать. Федерацин Атӑлҫи округӗнче пурӑнакансем ку вӑхӑта ӑҫта ирттерме палӑртнӑ-ши? Ытларах хӑш регионсене суйлаҫҫӗ? Ҫакна Санатории-россии рф портал хатӗрленӗ рейтингран пӗлме пулать. Чӳк уйӑхӗн 4-6-мӗшӗсене чылайӑшӗ Тутарстанра ирттересшӗн иккен. Ун хыҫҫӑн – Самар облаҫӗ тата Пушкӑртстан. Чӑваш Ен ҫак рейтингра 4-мӗш вырӑнта. Ун хыҫҫӑн – Чулхула, Чӗмпӗр тата Саратов облаҫӗсем.
"Хыпар" хаçатран.