Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çулçÿрев
25 Июлӗн 2025, 12:23

Пушкӑртстан районӗнче ту йӗлтӗрӗн курорчӗ тӑвӗҫ

«Альтаир» ту йӗлтӗрӗн курортне тумалли проекта республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров «Инвестчас» шайӗнче пӑхса тухнă.

Пушкӑртстан районӗнче ту йӗлтӗрӗн курорчӗ тӑвӗҫ
Пушкӑртстан районӗнче ту йӗлтӗрӗн курорчӗ тӑвӗҫ
Пушкӑртстан Республикин пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе «Альтаир» тулли мар яваплӑ обществӑна Мияки ялӗнче 22 пин тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкне суту-илӳ ирттермесӗрех арендӑна панӑ. Документа ПР право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетленӗ.
 
Уйӑрнӑ лаптӑк «ялсен ҫӗрӗсем, унпа ирӗк панӑ пек кану (рекреаци) валли усӑ кураҫҫӗ» категорие кӗрет. Унта «ПР Мияки районӗнчи «Альтаир» ту йӗлтӗрӗн курортне тӑвасси – пӗрремӗш тапхӑр» приоритетлӑ инвестпроекта пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ. «Альтаир» ту йӗлтӗрӗн курортне тумалли проекта республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров «Инвестчас» шайӗнче пӑхса тухнă. Пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх ӑна приоритетлӑ инвестици проекчӗсен шутне кӗртнӗ. 
 
Курорт Мияки район центрӗнчи культурӑпа кану паркӗ ҫывӑхӗнчи илемлӗ вырӑнта вырнаҫӗ. 
2023 ҫулхи сентябрьте Руслан Акчурин шыв хӗрринче хӑтлӑ кафе уҫнӑ. Ҫулла пӗвере сабсен, кимӗсен, катамарансен прокатне йӗркеленӗ. Хӗлле конькипе, йӗлтӗрпе, тюбингпа ярӑнмалли лаптӑксем уҫӑ. Кафепе парк район ҫыннисемпе хӑнисен юратнӑ кану вырӑнӗ пулса тӑнă. 
 
Сӑнӳкерчӗкĕ: Социаллă сетьсем.
 
 
Пушкӑртстан районӗнче ту йӗлтӗрӗн курорчӗ тӑвӗҫ
Пушкӑртстан районӗнче ту йӗлтӗрӗн курорчӗ тӑвӗҫ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас