Çутă çул
-26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çулçÿрев
15 Августӑн 2025, 13:34

Пушкӑртпа Беларуҫ хушшинчи шкул туризмне аталантарасси

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Беларуҫ Республикипе шкул туризмӗн пӗрлехи программи пурнӑҫланнине пӗлтернӗ.

«Пӗрлӗх вӑйӗ» профильлӗ улшӑну ку енӗпе пӗрремӗш утӑм пулнине палӑртнă вӑл. Хальхи вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗсем Минск автозаводӗнче ӗҫлекен 20 белорус шкул ачи Раҫҫей Геройӗ Максим Серафимов ячӗллӗ «Патриот» ҫарпа патриот паркӗнче канаççĕ. Вӗсем валли Пушкӑртстанӑн культурипе, историйӗпе тата ҫут ҫанталӑкӑн паллӑ вырӑнӗсемпе паллашасси, ҫавӑн пекех патриотла мероприятисене хутшӑнасси кӗрекен программа йӗркеленӗ.
 
Унпа пӗрлех Пушкӑртстанри пултаруллӑ 20 ача — олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисемпе ҫамрӑксен юхӑмӗсен хастарӗсем — Беларуҫа ҫул тытнă. Вӗсен программинче Минск автозаводне, «Хатынь» тата «Мухтав курганӗ», «Сталин линийӗ» мемориал комплексӗсене, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин историйӗн музейне тата ытти пӗлтерӗшлӗ объектсене ҫитсе курма палӑртнӑ.
 
Регион пуҫлӑхӗ ҫакӑн пек ылмашусем ҫамрӑксене патриотла воспитани парас ӗҫре уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă, белоруссем истори астӑвӑмне упранине асăннă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Радий Хабировăн социаллă сетьĕсем.
 
Пушкӑртпа Беларуҫ хушшинчи шкул туризмне аталантарасси
Пушкӑртпа Беларуҫ хушшинчи шкул туризмне аталантарасси
Автор: Марина Иванова
Читайте нас