Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çулçÿрев
2 Ноябрӗн 2025, 08:59

Пушкӑртстанри тӑватӑ район турпотенциалĕпе операторсене паллаштарнӑ

Пушкӑртстанри тӑватӑ муниципаллӑ район — Пишпÿлек, Благовар, Мияки тата Федоровка - республикӑри малта пыракан туроператорсене хӑйсен туризм майӗсене кӑтартнă.

Пушкӑртстанри тӑватӑ район турпотенциалĕпе операторсене паллаштарнӑ
Пушкӑртстанри тӑватӑ район турпотенциалĕпе операторсене паллаштарнӑ
 
Пушкӑртстанри тӑватӑ муниципаллӑ район — Пишпÿлек, Благовар, Мияки тата Федоровка - республикӑри малта пыракан туроператорсене хӑйсен туризм майӗсене кӑтартнă. ПР Предпринимательлӗхпе туризм министерстви йӗркеленӗ мероприяти октябрӗн 29-мӗшӗнче Уфари «РяДом» уҫлӑхра иртнӗ.
ПР предпринимательствӑпа туризм министрӗ Светлана Верещагина регион тӑрӑх ҫулҫӳрев географине анлӑлатасси тата туристсемшӗн сахалтарах паллӑ, анчах хӑйсен еткерӗпе пуян территорисене уҫасси пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă. Вӑл паллаштарнӑ районсенче инфратытӑм хастар аталаннине, нумай кунлӑх турсем валли условисем туса панине палӑртнă.
 
Тӗлпулу шайӗнче «ПР туризм аталанӑвӗн центрӗ» АНО директорӗ Загир Кутлучурин пӗрлехи ӗҫӗн тӗп ҫул-йӗрӗсене палӑртнă: «Терра Башкирия» порталти туроператорсем ҫинчен калакан даннӑйсене ҫӗнетесси, маршрутсен каталогӗсене хатӗрлесси тата презентацисем ирттересси.
 
Районсен ертӳҫисем хӑйсен территорийӗсен туризм потенциалӗ ҫинчен тӗплӗн каласа панă. Ҫавӑн пекех «Турист картти» проекта пурнӑҫа кӗртессине тата туризм сферинче тӗрӗслев ыйтӑвӗсене сӳтсе явнă. Тӗлпулу пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх муниципалитетсемпе туроператорсем хушшинче пӗрле ӗҫлес шухӑшлисем пирки килӗшӳсем çине алӑ пуснӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек район администрацин Артур Зариповăн социаллă сетьри страницинчен.
 
 
 
Пушкӑртстанри тӑватӑ район турпотенциалĕпе операторсене паллаштарнӑ
Пушкӑртстанри тӑватӑ район турпотенциалĕпе операторсене паллаштарнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас