

Вӗсен маршручӗ Ставрополь крайӗ, Волгоград, Калмӑк тата Чечня урлӑ иртет.
Пирӗн ҫӗршывӑн илемлӗ те питӗ интереслӗ вырӑнӗсем тӑрӑх илӗртӳллӗ ҫул ҫӳрев. Программӑра — Эльбруспа Машук тӑвӗсем ҫине хӑпарни, унта волонтерсем пирӗн Пишпÿлек районне каймалли ҫула кӑтартакан «Бижбуляк 1350» табличка вырнаҫтарӗҫ. Волонтерсем ҫавӑн пекех вырӑнти ҫынсен культурипе, йӑли-йӗркипе, историйӗпе тата пурнăçĕпе паллашма палӑртаҫҫӗ.
Ҫакӑн пек ҫулҫӳревсем пӗр командӑпа ҫула тухма пӗрремӗш хут кӑна мар пӗрле пухӑнакан волонтерсемшӗн ырӑ йӑла пулса тӑнă. Ҫакӑ вӗсен ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетет, СВОна хутшӑнакансене пулӑшас енӗпе пысӑк ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн кӑштах канма май парать.
Ҫула тухас умӗн район администраци пуҫлӑхӗ А.А.Семенов вӗсемпе тӗл пулса телейлӗ ҫул тата ҫутӑ туйӑмсем суннă!
Сӑнӳкерчӗкĕсем: https://vk.ru/wall66187787_5018