

Республика ҫулҫӳревҫӗсем валли малалла та ҫӗнӗ туртӑм точкисем уҫӗ, шантарнă Радий Хабиров.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ федераллӑ тата регионти блогерсемпе туризм сферинче тӗл пулнӑ вӑхӑтра сывлӑх енчен хавшак ҫынсем валли туризм хутлӑхне аталантарас ыйтăва ҫӗкленӗ. Радий Хабиров объектсене тунӑ тата реконструкциленӗ чухне республика чӑрмавсӑр хутлӑх требованийӗсене шута илессине пӗлтернӗ.
— Эпир социаллӑ, культура тата ытти учрежденисем йӗркелесен, юрӑхлӑ хутлӑх йӗркелемеллех. Тепӗр ӗҫ — ҫут ҫанталӑк территорийӗсем, унта сывӑ ҫынна та ҫуран утма ҫӑмӑл мар. Анчах май пур ҫӗрте эпир сывлăх начартарах ҫынсем валли те условисем пӑхса хӑваратпӑр. Тӗслӗхрен, вӗсем хӑйне евӗрлӗ ҫут ҫанталӑк объектне — Аскин пӑрлӑ ҫӗр хӑвӑлне — ҫитсе курма пултараҫҫӗ. Ку темӑна та малалла аталантарӑпӑр, - палӑртнă Радий Хабиров.
Панель сессине вӗҫленӗ май Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ республика ҫулҫӳревҫӗсем валли малалла та ҫӗнӗ туртӑм точкисем уҫасса шантарнă.
Регион пуҫлӑхӗ отрасле аталантарма «Башкирское долголетие» программа та пулӑшнине палӑртнă. Ӑна пула аслӑ ӑрури ҫынсем республикӑри туризм объекчӗсене ҫӳреҫҫӗ, вырӑнти бизнес хӑнасен хушма юхӑмне илет.
— Пирӗн тӗллев — туризм юхӑмне ҫулталӑкне сахалтан та 3 млн ҫын таран ӳстересси, -—палӑртнă вӑл.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков | «Башинформ» ИА.
https://www.bashinform.ru/news/social/2026-08-06/radiy-habirov-postavil-zadachu-uvelichit-turpotok-do-3-mln-chelovek-v-god-4660776