

Августӑн 13-мӗшӗнче «Пишпÿлек районӗн çичĕ тӗлӗнтермӗшӗ» пӗр кунлӑх походӑн пĕрремĕш çулçÿревĕ пуҫланнӑ. Похода хутшӑннисем районти ҫут ҫанталӑк паллӑ вырӑнӗсене ҫитсе курнӑ: Усак-Кичу ялӗнчи Шарлама шыв сиккине, Сероводород ҫӑлкуҫне, Каминке ялӗнчи ҫветтуй ҫӑлкуҫне, Ҫӗнӗ Биктяш ялĕ патĕнчи Хӑватлӑ йӑмрана, Хушăлка ялӗнчен инçе мар вырнаçнă Иоанн манах ҫӑлкуҫне, Кĕтерне патша кĕперне.
Похода хутшӑнакансем районти çичĕ тӗлӗнтермӗш пуҫланса кайнин историйӗ ҫинчен пӗлнӗ, ҫветтуй ҫӑлкуҫсенчен шыв илнĕ.
#7чудесБижбулякскогоРайона2026
#РоссияСтранаВозможностей
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрăн социаллă сетьри страницинчен.