Çутă çул
+5 °С
Облачно
Çулçÿрев
1 Октября , 05:14

Кӗмӗл ӳсӗмри туристсем Пишпӳлек районĕнче пулса курнă

Пирӗн Пишпӳлек районӗ «Башкирское долголетие» проектпа килӗшӳллӗн туристсен ушкӑнне кӗтсе илнӗ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Кӗмӗл ӳсӗмри туристсем Пишпӳлек районĕнче пулса курнăКӗмӗл ӳсӗмри туристсем Пишпӳлек районĕнче пулса курнă
Кӗмӗл ӳсӗмри туристсем Пишпӳлек районĕнче пулса курнă

Пирӗн Пишпӳлек районӗ «Башкирское долголетие» проектпа килӗшӳллӗн туристсен ушкӑнне кӗтсе илнӗ. Туймазӑ хулинчен кӗмӗл ӳсӗмри туристсем Пишпӳлек районӗнчи паллӑ вырӑнсемпе савӑнса киленнӗ. Хӑнасене Илюза Калимуллина гид ӑсатнă.
Туристсен ушкӑнӗ хӑйӗн визитне Пишпӳлек музейне ҫитсе курнинчен пуҫланӑ, унта опытлӑ экскурсовод Роза Гамзатовна Иванова район историйӗ ҫинчен каласа панӑ. Унтан хӑнасем тир-сӑран ӗҫӗн халӑх ӑстин Александр Колпаковӑн ӑсталӑх класне ҫитсе курнă. Пишпӳлек район администраци пуҫлӑхӗ хӑнасене тимлӗхсӗр хӑварман — вӑл туристсене саламланă, вӗсене районпа кӑмӑллӑ киленме, темӗн чухлӗ туйӑм илсе кайма суннă.
Тур шайӗнче хӑнасем илтнӗ кӑна мар, пӑхнӑ та, Пишпӳлекри Пишпӳлек РайПОвӗнчен ГОСТ тӑрӑх лимонад тунипе паллашнă тата тутанса пӑхнӑ.
Ҫулҫӳрев Ҫӗнӗ Биктяш ялӗнчи хӑватлӑ йӑмрана ҫитсе курсассипе вӗҫленнӗ. Хӑнасем чылайччен каясшӑн пулман: шухӑш-кӑмӑлӗпе паллаштарнă, асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннĕ, йӗркелӳҫӗсене ӑшшӑн кӗтсе илнӗшӗн тав тунă. Нумайӑшӗ кунта каллех таврӑнасса палӑртнă — Пишпӳлек районӗн илемӗпе тараватлӑхне кӑтартас тесе ӗнтӗ юлташӗсемпе, ҫывӑх ҫыннисемпе пĕрле.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/officialbiz

 

 

Кӗмӗл ӳсӗмри туристсем Пишпӳлек районĕнче пулса курнă
Кӗмӗл ӳсӗмри туристсем Пишпӳлек районĕнче пулса курнă
Кӗмӗл ӳсӗмри туристсем Пишпӳлек районĕнче пулса курнă
Кӗмӗл ӳсӗмри туристсем Пишпӳлек районĕнче пулса курнă
Кӗмӗл ӳсӗмри туристсем Пишпӳлек районĕнче пулса курнă
Кӗмӗл ӳсӗмри туристсем Пишпӳлек районĕнче пулса курнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас