Çутă çул
+14 °С
Облачно
Усăллă канашсем
22 Октября 2021, 07:40

Килти кайăк-кĕшĕкшĕн лайăх витамин

Пилешпе палан çырлинче каротин нумай. Вăл килти кайăк-кĕшĕкшĕн питĕ лайăх витамин шутланать. Вĕçен кайăксем пилеше шлакран тасалма сăхаççĕ.

Килти кайăк-кĕшĕкшĕн лайăх витаминКилти кайăк-кĕшĕкшĕн лайăх витамин
Килти кайăк-кĕшĕкшĕн лайăх витамин

Пилеш туратне чăх витинчи кĕтесе çакмалла. Вĕсем ăна хăвăртах çисе яраймаççĕ, хăйсене кирлĕ чухлĕ кăна сăхаççĕ. Унсăр пуçне вĕлтĕрен, çăка, хурăн, акаци, йăмра милĕкĕ хатĕрлесе çакни те аван пулмалла. Вĕсене хĕл валли те нумай хатĕрлемелле.

 Хĕлле витене чăрăш лăсси çакмалла. Вăл сывлăша лайăх тасатать. Чăхсене ĕçтермешкĕн унран сиплĕ шĕвек вĕретсен те аван.

Килти кайăк-кĕшĕкшĕн лайăх витамин
Килти кайăк-кĕшĕкшĕн лайăх витамин
Автор:
Читайте нас