Сире уявпа — Республика кунӗпе саламлатпӑр!
Пирӗнтен кашниншӗнех тӑван Пушкӑртстанран лайӑх вырӑн ҫук. Унӑн илемӗпе, культура пуянлӑхӗпе, асаттесен еткерлӗхӗпе хавхаланнӑ май эпир кунта малалла аталанма вӑй тупатпӑр. Пирӗншӗн — хамӑр пурнӑҫпа ачасен пуласлӑхне ҫыхӑнтаракан пӗрлехи ҫурт.
Пушкӑртстан кирек хӑҫан та Раҫҫейӗн тӗреклӗ регионӗ пулнӑ. Чаплӑ ӗҫ ҫитӗнӗвӗсем, тӑван ҫӗршыв наукипе культурине пысӑк тӳпе хывнă. Хамӑр ентешсен паттӑрла ӗҫӗсем, пӗрре чӗнсенех Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме тӑракансем. Яланах ҫапла пулнӑ, халӗ те ҫаплах пулса пырать. Ҫакна эпир каллех Тӑван çӗршыв ирӗклӗхне хӳтӗлеме малта пыракан пин-пин çамрăк тӗслӗхĕнче ӗненетпӗр. Республикӑри нумай нациллӗ халӑхӑн вӑй-хӑвачӗ шӑпах ҫак хӑйне шеллеменлӗхре палӑрать. Шӑпах ҫакӑнта ӗнтӗ — ҫӗнтерӳ никӗсӗ тата пирӗн пӗрлехи ҫуртӑн пуласлӑхӗ.
Ҫак уяв кунӗнче сире пур пуҫарусенче те ырӑ çул, ӑнӑҫу сунатпӑр! Сирӗн ӗҫӗрсем малалла та тӑван ҫӗрӗн аталанӑвӗпе ырлӑхӗшӗн тӑрӑшчӑр! Пуҫ тӑрринче лӑпкӑ тӳпе! Пушкӑртстан Республики кунӗ ячӗпе!
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ.