Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Уявсем
1 Майӑн , 09:23

Сире Майӑн 1-мӗшӗпе саламлатпӑр!

Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем!

Сире Майӑн 1-мӗшӗпе саламлатпӑр!
Сире Майӑн 1-мӗшӗпе саламлатпӑр!

Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем!
Сире Майӑн 1-мӗшӗпе саламлатпӑр!
Кашни ҫуркунне, ҫак пӗтӗм халăх юратнӑ праҫник умӗн, пирӗн чӗресем пысӑк та хăватлă туйăмпа савăнаççĕ. Ӗҫ ҫыннине вӗҫӗ-хӗррисӗр хисепленине, тӗнчене тата пултаруллӑ пулма тӑрӑшнине палӑртса, вӑл пирӗн ӑшра иртни ҫинчен ырӑ асаилӳсем вӑратать, ҫутӑ пуласлӑха шанăç парать.
Пишпÿлек районӗнче чаплӑ ҫынсем - ӗҫченсем, пултаруллӑ, çинетăруллă ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Шӑпах сире пула экономикӑна тӗпрен улӑштарасси пырать, социаллӑ сфера лайӑхланать, халӑх пурӑнакан вырӑнсем хӑтлӑланаҫҫӗ. Чи кирли вара - эпир ҫакна пурне те пӗрле тӑватпӑр, хамӑрӑн чи лайӑх пахалӑхсене кӑтартса паратпӑр. Ҫакӑн пек пӗрлехи ӗҫ – пулас ҫитӗнӳсен никӗсӗ кӑна мар, тӑван района пысӑк тӳпе хывнӑ хамӑрӑн ветерансене хисеплесе те.
Сирӗнтен кашнине ырлӑх, тăнăçлӑх тата ҫурхи кӑмӑл-туйӑм сунатпӑр! Пур пуҫарусенче те ӑнӑҫупа такăр çул пултӑр. Мир! Ӗҫ! Май!
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ

 

 

Сире Майӑн 1-мӗшӗпе саламлатпӑр!
Сире Майӑн 1-мӗшӗпе саламлатпӑр!
Сире Майӑн 1-мӗшӗпе саламлатпӑр!
Сире Майӑн 1-мӗшӗпе саламлатпӑр!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: