Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
2 Августӑн 2021, 12:55

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче Пушкӑртстанра 60 239 ача пӗрремӗш класа каять

Кун пирки социаллӑ сетьсенче республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пӗлтернӗ.  

Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен тепӗр уйӑх юлнӑ пулин те, Пушкăртстан вӗренӳ учрежденийӗсенче ҫӗнӗ сезона çине тăрса хатӗрленеççĕ.

Кӑҫал Пушкӑртстанра сентябрӗн 1-мӗшӗнче парта хушшине 60 239 пӗрремӗш класс ачисем лараҫҫӗ.

Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ кӑҫал регионти 27 вӗренӳ заведенийӗсенче тӗпрен юсаса ҫӗнетнине палӑртрӗ. Юсав ҫавӑн пекех ялти 48 спорт залӗнче, 280 столовӑйра йӗркеленӗ, вӗсемсӗр пуҫне оборудованисене пӗтӗмпех улӑштарнӑ.

— Иртнӗ икӗ ҫул коронавируса пула пирӗн ачасемпе учительсемшĕн вĕрен çулĕ кӑткӑс пулчӗҫ, — терӗ Пушкăртстан Пуҫлӑхӗ. — Кӑҫал эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ шкул пурнӑҫне туллин туйма май парасса шанатӑп.

 «МГ» информацийĕпе.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче Пушкӑртстанра 60 239 ача пӗрремӗш класа каять
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче Пушкӑртстанра 60 239 ача пӗрремӗш класа каять
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: