+24 °С
Ҫумӑр


Сентябрӗн 1-мӗшӗнче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ шкул ачисемшĕн те, вӗренекенсемпе студентсемшĕн те шкулсенче, ссузсемпе тата вузсенче яланхи пекех куҫӑмлӑ форматпа пуҫланать. Кун пирки республикӑри август канашлӑвӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пӗлтерчӗ.
«Вӗренӳ процесне дистанци форматне куҫарма пирӗн нимӗнле сӑлтав та ҫук-ха, анчах коронавирус инфекцийӗ сарӑлнине шута илсе пурне те хатӗр пулмалла. Кӑҫал пӗрремӗш класа пирӗн 58 пин ача килет, вӗсене савӑнӑҫлӑ кӗтсе илмелле», — терӗ Радий Хабиров.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.