Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
23 Августӑн 2021, 16:33

Уфари темиçе вуз кампус проектне пурнӑҫламалли ҫӗнӗ хыпарсем паллӑ пулчӗҫ

Пушкӑртстанра ют ҫӗршыв студенчӗсен шучӗ 2030 ҫулта паянхи пилӗк пинрен пуҫласа 15 пин ҫын таран çитерме палӑртнӑ. Кун пирки Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн администрацийӗн ертӳҫи Александр Сидякин республика правительствинче оперативлӑ канашлура каларӗ, пӗлтерет «Аргументы и факты» кăларăм.  

Вӑл регион вузӗсен тӗп тӗллевӗсенчен пӗри — вӗренӳ экспортне ӳстересси тесе каланă. Паянхи кун, сӑмах май каласан, Тутарстан университечӗсем ют ҫӗршыв студенчӗсем çинче 400 миллион тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ.

Иртнӗ эрнере Пушкӑрт патшалӑх университечӗн кивӗ корпусӗсенчен пӗрне сÿтни ҫинчен пӗлтерчӗҫ — ун вырӑнне тӗнче шайӗнчи студентсен ҫӗнӗ кампусӗ хăпартаççĕ. Кун пирки августӑн 17-мӗшӗнче Раҫҫей правительстви йышӑннӑ. Студентсен общежитийӗсемсӗр пуҫне наука лабораторийӗсем, студентсемпе преподавательсем валли пултарулӑхпа культура учрежденийӗсем туса хурӗҫ.

Кампуса Пушкăрт патшалӑх университечӗн кӑнтӑр енчи тайлӑмӗнче туса хурӗҫ. Проекта 7,4 миллион тенке яхӑн хаклаҫҫӗ, пурӗ вара, республика пуҫлӑхӗ Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, «теçеткешер миллиард тенкӗ» тăкакланать.

https://sterlegrad.ru/newsrb/

Уфари темиçе вуз кампус проектне пурнӑҫламалли ҫӗнӗ хыпарсем паллӑ пулчӗҫ
Уфари темиçе вуз кампус проектне пурнӑҫламалли ҫӗнӗ хыпарсем паллӑ пулчӗҫ
Уфари темиçе вуз кампус проектне пурнӑҫламалли ҫӗнӗ хыпарсем паллӑ пулчӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: