Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
30 Августӑн 2021, 13:25

Пушкӑртстан вӗренӳ министрӗ: республикӑри шкулсенче Пӗлӳ кунӗ мӗнле иртет?

Пушкӑртстан вĕренÿпе наука министрӗ Айбулат Хажин республикӑра Пӗлӳ кунӗ мӗнле иртесси ҫинчен каласа пачӗ.  

Аслӑ классемпе параллельсем валли чаплӑ линейкӑсем уҫӑ сывлӑшра иртеҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗсем те маска режимне пăхăнса пыма пултараççĕ.

Вӗренекенсене кӗмелли вырӑнсене тӗрлӗ тӗслӗ маркировкăпа паллӑ тӑвӗҫ. Ачасемшĕн вĕренĕвĕн кабинет тытӑмӗ упранать. Сывлӑш рециркуляторӗсем ӗҫлӗҫ, вӗренӳ кабинечӗсене тăхтав вӑхӑтӗнче уҫӑлтарӗҫ.

Педагогсемшĕн маска режимӗ упранать, анчах урок вӑхӑтӗнче маскӑна педагог хывма пултарать.

Шкулсенче 500 ҫынран ытларах медицина инспекторӗсем ӗҫлӗҫ.

Радий Хабиров муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене шкул директорӗсемпе канашлу ирттересси ҫинчен тата пандеми тапхӑрӗнчи шкулсенче ӗҫе мĕнле йӗркелени ҫинчен тапхӑрӑн-тапхӑрӑн каласа парассине йĕркелеме ыйтрӗ.

Сывлӑхпа проблемăсем пур ачисемшӗн ятарлӑ ӗҫ йӗрки — дистанци йӗрки шухӑшласа тунӑ. Ашшӗ-амӑшӗсем вӗренӳ учрежденине заявлени ҫыраҫҫӗ, ачана мӗнпур девайспа тивӗҫтереççĕ, ыттисем пекех йĕркепе вӗренет.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.

Пушкӑртстан вӗренӳ министрӗ: республикӑри шкулсенче Пӗлӳ кунӗ мӗнле иртет?
Пушкӑртстан вӗренӳ министрӗ: республикӑри шкулсенче Пӗлӳ кунӗ мӗнле иртет?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: