Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
30 Августӑн 2021, 13:58

Шкулта апатланассин хакĕ ÿсет

Пушкӑртстанра шкул апачĕ хаклăланать. Шкул столовӑйӗсенче апат хакне ӳстерни пирки паян республика премьер-министрӗ Андрей Назаров правительствӑра оперативлӑ канашлура асӑнчӗ.  

Шкулта апатланассин хакĕ ÿсет
Шкулта апатланассин хакĕ ÿсет

Пушкӑртстанра шкул апачĕ хаклăланать. Шкул столовӑйӗсенче апат хакне ӳстерни пирки паян республика премьер-министрӗ Андрей Назаров правительствӑра оперативлӑ канашлура асӑнчӗ.

Кабмин ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшне тата вӗренекенсене вӗри апат-ҫимӗҫпе тивĕçтерме шкулсем хатӗр.

«Ыран шкулта апатланнăшăн хакне ӳстермелли документсене тăратăпӑр. Эпир чылай вӑхӑт тăршшĕ апат хакне пĕр шайра тытрӑмӑр, анчах та паянхи кун кӳршӗ регионсем пурте хакне ҫӗкленĕ, ҫавӑнпа пирӗн те ӑна шайлаштармалла. Пӗтӗм расчетсене регионти финанс, вӗренӳ тата суту-илӳ министерствисемпе пӗрле тунӑ. Ыран сирӗн пата ҫирӗплетме каятпӑр та сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗнӗ тӳлев тума хатӗр», — терӗ Андрей Назаров, республика Пуҫлӑхне.

Республикӑра шкул столовӑйӗсене модернизацилес ӗҫ малалла пынине те палӑртрӗ вӑл. Ҫак ҫул кӑна регионта 280 апат-ҫимӗҫ блокĕ ҫӗнелнӗ.

Аса илтеретпӗр, 2020 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пуҫламӑш классенче вӗренекенсем шкулта тӳлевсӗр вӗри апат çиеҫҫӗ. Ҫакӑн пек йышӑнӑва ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех Пушкăртстанра нумай ачаллӑ сахал тупăшлă ҫемьесенчен тата сывлăх кăлтăкĕсемлĕ ачасемшĕн тӳлевсӗр апат-ҫимӗҫ упранать.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Шкулта апатланассин хакĕ ÿсет
Шкулта апатланассин хакĕ ÿсет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: