Олимпиадӑсемпе конкурссен ҫӗнтерӳҫисем Владивостокри «Океан» ача-пӑча центрӗнче иртнӗ юнкун, сентябрӗн 1-мӗшӗнче, Владимир Путинпа калаçнă хыççăн «Владивосток крепоҫĕ» заповедникра экскурсире пулнă, унта 1-мĕш номерлĕ фортӑн историйӗпе паллашнӑ.
Шкул ачисемпе калаҫнӑ чухне патшалӑх пуҫлӑхӗ историе вӗреннин пӗлтерӗшне, уйрӑммӑн илсен, Тӑван Ҫӗршывӑн пӗлтерӗшне каласа пачӗ. Раççей лидерӗ каланӑ тӑрӑх, Инҫетри Хӗвелтухӑҫӗнче мӗн курмалли пур.
Путинпа иртнĕ тӗлпулу хыҫҫӑн шкул ачисем 1-мĕш форта йĕркелесе янин историпе паллашма пултарчӗç. Опытлӑ экскурсоводсем вӗсене мӗншӗн шӑпах Владивосток форчӗсем хушшинче чи пӗчӗкки шутланакан объект тинӗс хӗрринчи крепӑҫсен тӗнчипе чи лайӑххи шутлани ҫинчен каласа панӑ.
Ачасем Президента 1-мӗш Форта кайма май пулнӑшӑн тав турӗҫ. «Владимир Владимирович, тавтапуҫ экскурсишӗн!» — харӑссӑн кӑшкӑрчӗҫ ачасем.
«Известия» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: РФ Президенчĕн администрацин пресс-служби /kremlin.ru