+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пушкӑртстанра эрнекун, сентябрӗн 17-мӗшӗнче, шкул ачисемшӗн канмалли кун пулӗ, пӗлтерчĕ регион Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров оперативлӑ канашлура.
Сентябрӗн 17-мӗшӗнче Госудума, облдума тата округри канашсене суйласа илмелли виҫӗ кунран пӗрремӗшӗ. Питӗ нумай суйлав участокӗсене шӑпах вӗренӳ учрежденийӗсенче вырнаҫтараҫҫӗ, палӑртрӗ Радий Хабиров.
«Республикӑри вӗренекенсемшӗн ҫак кун воспитани характерлă мероприятисем иртеҫҫӗ», — терӗ ПР вӗрентӳпе наука министрӗ Айбулат Хажин.
«Башинформ» информацийĕпе.