Питӗ лайӑх хыпар! Пушкӑртстан Республикинчи виҫӗ вуз 100 миллион тенкӗ виҫепе патшалӑх пулӑшӑвне илӗҫ.
Сӑмах наукӑпа технологисен Университечӗ, БГМУ тата УГНТУ ҫинчен пырать. Пушкӑртстанри çак виҫӗ аслă пĕлÿ паракан заведени университетсен "2030 Приоритет" патшалӑх пулӑшӑвӗн программине кӗнӗ. Вӗсемпе пӗрлех грант ҫӗршыври 48 регионти 103 аслӑ вӗренӳ заведенийӗ те пулăшу илӗҫ.
Эксперт жюри вузӑн наука кӑтартӑвӗсене, аталану программине, Раҫҫей тата регион аталанӑвӗн наци тӗллевӗсене тивӗҫлипе хакланă.
Пушкăрт ГУ ректорӗ Николай Морозкинпа УГАТУ ректорĕ Сергей Новиков шутланӑ тӑрӑх, ку вӑл тивӗҫлӗ ҫӗнтерӳ. Ҫӗнӗ университет пысӑк университет аталанӑвӗн стратегине аталантарассипе хастар ӗҫленӗ, малашне кунта ҫӗнӗ ӑрури педагогсемпе предпринимательсем вӗренсе тухӗҫ.
Хӑй енчен БГМУ ректорӗ Валентин Павлов Раҫҫейри мӗнпур медицина вӗренӗвне прогрессивлӑ аталантарнӑшӑн ҫӗршыври Сывлăх сыхлав министерствине тав турӗ.
Пушкӑртстан пуҫлӑхӗн наука ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен советникӗ Руслан Казыханов УГНТУ политехника вӗренӗвӗн центрӗ пулнине палӑртрӗ.
МИХ информацийĕпе.