РФ Патшалӑх Канашӗн Президиумӗн ларӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх (вăл августӑн 25-мӗшӗнче иртнĕ) Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушăвĕсен списокне ҫирӗплетнӗ. Вӗсем хушшинче — шкулсенче тӗрӗслев ӗҫӗсен шутне чакарасси ҫинчен калакан ыйту.
Ҫак информацие Кремль сайтӗнче пичетлесе кӑларнӑ: «проработать вопрос и обеспечить сокращение количества контрольных и проверочных работ в общеобразовательных организациях с учетом необходимости обеспечения методически обоснованного режима контроля знаний и актуальности задач мониторинга качества образования».
Президент хушӑвне пурнӑҫлассишӗн яваплӑ ҫынсене Раҫҫей Рособрнадзор, Вĕрентÿ министерстви тата ҫӗршыв субъекчӗсен ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем туса хунӑ. Туса ирттернӗ ӗҫ ҫинчен вӗсен 2022 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗччен каласа памалла.
Ҫавӑн пекех Путин вӗрентекенсен ӳсӗмне шута илсе педагогсен ӗҫ укҫин тытӑмне лайӑхлатас енӗпе мерӑсем туса хатӗрлеме, кашни ачан пурӑнмалли вырӑнта пӗтӗмӗшле пӗлӳ илмелли прависене пӑхӑннине тӗрӗслеме, "тулли кунхи шкулӑн" моделӗсене туса хатӗрлес тата ӗҫе кӗртес енӗпе сӗнӳсем шутласа палӑртма сӗннӗ.
МИХ информацийĕпе.