Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
5 Ноябрӗн 2021, 18:02

Пушкӑртстанра кӗрхи каникула ноябрӗн 14-мӗшӗччен тӑснӑ

Ноябрӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑри ача сачӗсем штат режимӗнче ӗҫлеҫҫӗ.

Пушкӑртстанра кӗрхи каникула ноябрӗн 14-мӗшӗччен тӑснӑ
Пушкӑртстанра кӗрхи каникула ноябрӗн 14-мӗшӗччен тӑснӑ

Ҫакӑн пек йышӑнӑва коронавирус инфекципе кӗрешекен оперативлă штабӗн ларӑвӗнче йышӑннӑ.
Шкул ачисем ноябрӗн 8-мӗшӗнче планпа пӑхса хăварнипе кӗрхи каникулсем хыҫҫӑн вӗренме пуçлаҫҫӗ пулӗ тенӗччӗ. Халӗ вӗсем, пӗтӗмӗшле илсен, икӗ эрне хушши контактсӑр режимра ирттерӗҫ. Пӗлтӗр кӗрхи каникула виҫӗ эрнене тӑсӑлнӑ.
Ноябрӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑри ача сачӗсем штат режимӗнче ӗҫлеҫҫӗ.
Хушма пӗлӳ учрежденийӗсем, Пушкӑртстан Республикинчи колледжсемпе вузсем ноябрӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа дистанци форматӗнче вӗренме пуҫлаҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра кӗрхи каникула ноябрӗн 14-мӗшӗччен тӑснӑ
Пушкӑртстанра кӗрхи каникула ноябрӗн 14-мӗшӗччен тӑснӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: