Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Вĕрентÿ
30 Ноябрӗн 2021, 09:51

Пишпÿлек районĕн ачисем — олимпиада ҫӗнтерӳҫисем

«Аврора-УГНТУ» Олимпиада пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан предметсемпе — обществознани, математика, физика тата информатика предмечӗсемпе ирттернӗ.  

Пишпÿлек районĕн ачисем — олимпиада ҫӗнтерӳҫисемПишпÿлек районĕн ачисем — олимпиада ҫӗнтерӳҫисем
Пишпÿлек районĕн ачисем — олимпиада ҫӗнтерӳҫисем

«Аврора-УГНТУ» Олимпиада пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан предметсемпе — обществознани, математика, физика тата информатика предмечӗсемпе ирттернӗ.

2021 ҫулхи ноябрӗн 16-мӗшӗнче олимпиадăн куçăн тапхарĕ иртнĕ. Унта Пушкӑртстан Республикинчи 8 — 11 класс ачисем хутшӑннă. Пишпÿлек районӗн чысне 12 вӗренекен хÿтĕленĕ, вӗсем хушшинче — Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта вӗренекен Милена Хасанова (9 класс), Дарина Иванова (11 класс) обществознани енӗпе куçăн турне хутшӑннă. Тимур Галимуллинпа Екатерина Петрова (11 класс) математикӑпа хутшӑннă. Милена Хасанова пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх обществознани енӗпе олимпиадӑн призерӗ, Екатерина Петрова —математикӑпа олимпиадӑн ҫӗнтерӳҫи пулса тăнă. Дипломсемсӗр пуҫне ачасене асӑнмалӑх парнесемпе хавхалантарнă, учительсене вара — Тав ҫырӑвӗсемпе чысланă.

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Пишпÿлек районĕн ачисем — олимпиада ҫӗнтерӳҫисем
Пишпÿлек районĕн ачисем — олимпиада ҫӗнтерӳҫисем
Автор:Марина Иванова
Читайте нас