Çутă çул
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
1 Декабрӗн 2021, 15:51

Пушкӑртстанра Çӗнӗ ҫул умӗн шкул ачисем тата учительсем укҫа илӗҫ

Пилӗкшер те виҫшер пин тенкӗ...  

Пушкӑртстанра Çӗнӗ ҫул умӗн шкул ачисем тата учительсем укҫа илӗҫ
Пушкӑртстанра Çӗнӗ ҫул умӗн шкул ачисем тата учительсем укҫа илӗҫ

Пушкӑртстанра пушкӑрт чӗлхипе литературин регионсен олимпиадин ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсем премисем илӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсен наставникӗсем тӳлевсем илӗҫ. Премисене Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн указӗпе ҫирӗплетнӗ, ăна Радий Хабиров Пушкӑрт чӗлхи кунӗ умӗн алӑ пуснӑ.

Олимпиадӑн ҫӗнтерӳҫисемпе вӗсен наставникӗсем пилӗк пин тенкӗ, призерсемпе вӗсен учителӗсем — виҫшер пин тенкӗ илӗҫ.

ПР Вӗрентӳ министерствин наци пĕлĕвĕн управленийĕн начальникĕ Азат Батыршин каланă тăрăх, олимпиада 1987 ҫултанпа иртет, 1996 ҫултанпа вӑл регионсем хушшинчи статус илнӗ. Чӗлхе ӑмӑртӑвӗсене Оренбург, Челябинск, Курган, Самара, Саратов, Свердловск облаҫӗсенчен, Пермь крайĕнчен, Тутарстанран шкул ачисем хутшăнма пуҫларӗҫ. Олимпиадӑра ҫак тапхӑрта тӑхӑр пин ытла шкул ачи хутшӑннӑ.

МИХ информацийĕпе.  

Пушкӑртстанра Çӗнӗ ҫул умӗн шкул ачисем тата учительсем укҫа илӗҫ
Пушкӑртстанра Çӗнӗ ҫул умӗн шкул ачисем тата учительсем укҫа илӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: