Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
28 Декабрӗн 2021, 21:25

Пушкӑртстанра 2022 ҫула Професси пӗлӗвне модернизацилемелли, тивӗҫлӗ ӗҫ условийӗсен тата ӗҫ династийӗсен çулталăкĕ пулать тесе пӗлтернӗ

Кун пирки декабрӗн 28-мӗшӗнче, Правительствӑри оперативлӑ канашлура республика Пуҫлӑхӗ пӗлтернӗ. Тивӗҫлӗ документсене алӑ пуснă.

Пушкӑртстанра 2022 ҫула Професси пӗлӗвне модернизацилемелли, тивӗҫлӗ ӗҫ условийӗсен  тата ӗҫ династийӗсен çулталăкĕ пулать тесе пӗлтернӗ
Пушкӑртстанра 2022 ҫула Професси пӗлӗвне модернизацилемелли, тивӗҫлӗ ӗҫ условийӗсен тата ӗҫ династийӗсен çулталăкĕ пулать тесе пӗлтернӗ

2022 ҫула Пушкӑртстанра тивӗҫлӗ ĕç условийӗсен тата ӗҫ династийӗсен çулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Кун пирки декабрӗн 28-мӗшӗнче, Правительствӑри оперативлӑ канашлура республика Пуҫлӑхӗ пӗлтернӗ. Тивӗҫлӗ документсене алӑ пуснă.
Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, "WorldSkills" питӗ лайӑх йӗркелесе ирттернĕ, унта республикӑн команди хăйне тивĕçлипе кăтартнă, професси пӗлӗвӗн тытӑмӗпе интенсивлӑ ӗҫ кирлине тимлеттерес килет. Республикӑра 96 колледж. Ку ҫӗршыври чи пысӑк шут. Системӑна модернизацилесси ҫинчен шухӑшламалла. Халĕ РФ Правительствипе Уфара професси пӗлӗвне аталантармалли федераллă центр уçасси пирки калаçу пырать. Пулӑшу пулсан, вӑл професси пӗлӗвне аталантарасси пирки пӗр иккӗленӳ те пулмӗ.
Унсӑр пуҫне ҫитес ҫул хӑйсен ӗҫченӗсем валли тивӗҫлӗ ӗҫ условийӗсем туса хуракан юридически тата финанс механизмӗсене, чӑн малтанах, ӗҫ укҫи тата ытти кӑтартусене - ӗҫлекенсен ӗҫ прависене пӑхӑнакан, социаллӑ ӗҫтешлӗхе аталантаракан, вузсенче квалификацие ӳстерекен, пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатакан, ҫамрӑксен пултарулӑх коллективӗсене туса хуракан, инноваци технологийӗсене туса кӑларма ӗҫе кӗртекен тата ытти кӑтартусене илсе пыракан предприяти ертÿçисене пулăшу памаллине тӗплӗн шухӑшласа пӑхмалла.
Уйрӑмах ӗҫ династийӗсене тимлĕх уйӑрмалла. Ӗҫ ҫыннине, ӗҫ профессийӗсене пропагандӑлас ӗҫ питӗ кирлӗ. Кӗҫех республикӑри предприятисем ӗҫ ресурсӗсем ҫитменнипе антӑхма пуҫлӗҫ. Ку ыйтӑва тивӗҫлӗ ӗҫ условийӗсене туса хурман кӑна татса пама пулать.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра 2022 ҫула Професси пӗлӗвне модернизацилемелли, тивӗҫлӗ ӗҫ условийӗсен  тата ӗҫ династийӗсен çулталăкĕ пулать тесе пӗлтернӗ
Пушкӑртстанра 2022 ҫула Професси пӗлӗвне модернизацилемелли, тивӗҫлӗ ӗҫ условийӗсен тата ӗҫ династийӗсен çулталăкĕ пулать тесе пӗлтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: