+28 °С
Облачно


Пушкăртстан пуҫлӑхӗ Радий Хабиров регионти коронавируса сарӑлассипе кĕрешекен оперштаб ларӑвӗнче шкул ачисем хӗллехи каникултан таврӑнсан шкулсенче медицина инспекторӗсене явӑҫтарнипе ҫирӗп тӗрӗслесе тӑмалла, инфекци чирӗсем кӑшт палӑрсан та оперативлӑ пулмалла тесе палӑртнӑ.
Шкулсенче чир-чӗр алхасма юраманнине Радий Хабиров палӑртнӑ.
– Ашшӗ-амӑшӗсем те, учительсем те ӑнланччӑр - ача хӑйне япӑх туять пулсан, унӑн килте юлмалла. Ҫавӑнпа вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫисене ашшӗ-амӑшӗн пухӑвӗсене ирттермелле тата ҫакна тӗплӗн ӑнлантарса памалла, - терӗ регион ертӳҫи.
"МГ" информацийĕпе.