Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
18 Кӑрлач 2022, 15:19

Пишпÿлекри ҫӗнӗ шкул ачасене кĕтсе илчĕ

Январӗн 17-мӗшӗнче кунта официаллӑ майпа занятисем пуҫланчӗҫ.  

Пишпÿлекри ҫӗнӗ шкул ачасене кĕтсе илчĕ
Пишпÿлекри ҫӗнӗ шкул ачасене кĕтсе илчĕ

Январӗн 17-мӗшӗнче кунта официаллӑ майпа занятисем пуҫланчӗҫ.

Ачасем вӗренӳ класӗсемпе, учительсемпе, пӗр класра вӗренекенсемпе паллашаҫҫӗ, вӗренӳ урокӗсем пыраҫҫӗ.

Занятисем пуҫланнӑ ятпа шкула район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов килнӗ. Педагогсемпе тата ачасемпе калаҫнӑ май вӑл вӗсене ӗҫре те, вӗренӳре те ҫитӗнӳсем суннă. Ҫавӑн пекех администраци пуҫлӑхӗ классене, спортзала тата столовӑйне пӑхса тухнӑ.

Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкула савӑнӑҫлӑ лару-тăрура уçассине февраль пуçламăшне палӑртнӑ.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацийĕн официаллă сайтĕнчен.

 

 

Пишпÿлекри ҫӗнӗ шкул ачасене кĕтсе илчĕ
Пишпÿлекри ҫӗнӗ шкул ачасене кĕтсе илчĕ
Пишпÿлекри ҫӗнӗ шкул ачасене кĕтсе илчĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: