Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
8 Нарӑсӑн 2022, 10:22

Радий Хабиров Пушкӑртстанра пурӑнакансене Раҫҫей Наукин кунӗпе саламларӗ

Уявпа саламлани республика пуҫлӑхӗн официаллӑ сайтӗнче пур.  

Радий Хабиров саламланӑ май Пушкăртстан хӑйӗн наука шкулӗсемпе, академи тата университет йӑли-йӗркипе мăнаçланнине, республикӑри ӑсчахсем ирттерекен тӗпчевсем регион конкурентлӑхне ӳстернине тата тӑван ҫӗршыв экономикин аталанӑвӗ ҫине тӳррӗн витӗм кӳнине палӑртрӗ.

Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ тӗнче шайӗнчи Еврази НОЦ ҫитӗнӗвӗсене, ҫавӑн пекех республикӑри вузсем "Приоритет 2030" программинче ҫӗнтерни ҫинчен аса илтерчӗ. Ҫав шутра вӑл Уфари наукӑпа технологисен университечӗсене, ҫамрӑксен ултӑ лабораторине, тӗпчев валли грант илнине, карбон полигон программине хӳтӗленине тата вузсен кампусне тума пуҫланине пысӑк ҫитӗнӳсем тесе асăннă.

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Пуçлăхĕн пресс-служби. https://resbash.ru/news/nauka

Радий Хабиров Пушкӑртстанра пурӑнакансене Раҫҫей Наукин кунӗпе саламларӗ
Радий Хабиров Пушкӑртстанра пурӑнакансене Раҫҫей Наукин кунӗпе саламларӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: