Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
18 Мартӑн 2022, 09:31

Ашшĕ-амăшĕ ППЭ пама пултарать

Кун пирки республикăри ЦУР пĕлтернĕ.  

Ашшĕ-амăшĕ ППЭ пама пултарать
Ашшĕ-амăшĕ ППЭ пама пултарать

Кун пирки республикăри ЦУР пĕлтернĕ.

Час-часах ашшӗ-амӑшӗсем экзамен тытас умӗн вӗренсе тухакан ачисенчен чылай нумайрах хумханаҫҫӗ тата "пулӑшу ушкӑнӗ" пулас вырӑнне ирӗксӗрех лару-тӑрӑва япӑхлатса яраҫҫӗ тата пысӑк стресс тӑваҫҫӗ.

— Лару-тӑрӑва тӳрлетес тесе мартӑн 26-мӗшӗнче Уфара Пӗтӗм Раҫҫейри "Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ панӑ пӗрлехи кун" акци пулать, — палӑртрӗ республикӑри вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗн заместителӗ Ильдар Мавлетбердин. Палӑртса хӑварар, Пушкӑртстанра мероприяти пиллӗкмӗш хут иртет ӗнтӗ.

"Ҫитӗнсе ҫитнисем" экзамен памалли процедури шкул ачисемшӗн ППЭ пекех курӑнать: регистраци, металл шыравҫӑн рамкинчен иртесси, телефонсемпе харпӑр хӑйӗн япалисене хăварасси. Ҫакӑ вӗренекен экзамен вӑхӑтӗнче тÿссе ирттерекен туйӑмсене пурне те туйма пулӑшӗ.

Пушкӑртстанра пӗр патшалӑх экзаменӗн ыйтӑвӗсемпе хӗрӳ лини ӗҫлет: 8 (347) 218-03-81, 8 (347) 218-03-28.

 «МГ» информацийĕпе.

Ашшĕ-амăшĕ ППЭ пама пултарать
Ашшĕ-амăшĕ ППЭ пама пултарать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: