Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
6 Майӑн 2022, 21:40

Паян Пишпÿлекри 3-мĕш вӑтам шкула чаплӑ лару-тăрура уçнă

Тĕплĕнрех - сайтра.

Паян Пишпÿлекри 3-мĕш вӑтам шкула  чаплӑ лару-тăрура уçнă
Паян Пишпÿлекри 3-мĕш вӑтам шкула чаплӑ лару-тăрура уçнă

Уявла мероприятине Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Динар Гильмутдинов, ПР Патшалăх Пухăвĕн - Курултайĕн депутачӗ Салават Харасов, ПР вӗренӳпе наука министрӗ Айбулат Хажин, "Тӗп строительство Управленийӗ" ГК начальникӗ Инна Иксанова, "Главспецстрой" ООО гендиректорӗ Семен Исачкин тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов хутшӑннă.
Мероприяти Раҫҫейпе Пушкӑртстанӑн патшалӑх ялавӗсене ҫӗклес церемонирен пуҫланнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн хӗрлӗ хӑю касса татнă - шкул официаллă хӑйӗн алӑкӗсене уҫса янă. Уяв хӑнисем вӗренӳ класӗсемпе паллашнă, вӗренекенсемпе тата учительсемпе тĕл пулнă. Экскурсире вӗренӳ заведенийӗпе пынӑ май вӗсем Пишпÿлек районĕ республикӑри чи лайӑх шкулпа пуянланнине палӑртнă. Малалла мероприяти акт залне куҫнă, ун сцени ҫинчен саламсем, тава тивӗҫлӗ наградӑсемпе парнесем пани, ҫавӑн пекех вӗренӳ заведенийӗсенче вӗренекенсем пурнӑҫланӑ концерт номерӗсем янӑранă.
Шкул директорӗ Изольда Родичкина хӑйӗн сӑмахӗнче строительствӑра пулӑшакансене пурне те тав туса, шкул районта ҫеҫ мар, республикӑра та чи лайӑххисенчен пӗри пуласса шантарнă.

Пишпÿлек район администрацийĕн официаллă сайтĕнчен.

 

Паян Пишпÿлекри 3-мĕш вӑтам шкула  чаплӑ лару-тăрура уçнă
Паян Пишпÿлекри 3-мĕш вӑтам шкула  чаплӑ лару-тăрура уçнă
Паян Пишпÿлекри 3-мĕш вӑтам шкула  чаплӑ лару-тăрура уçнă
Паян Пишпÿлекри 3-мĕш вӑтам шкула чаплӑ лару-тăрура уçнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: