Пушкӑрт шкулӗсенче майӑн 18-мӗшӗнче тӑххӑрмӗш класра вӗренекенсем валли вӗренсе тухмалли патшалӑхӑн экзаменӗсем пуҫланчӗҫ.
Ҫапла, паян вӗренекенсен тӑван литературӑпа экзамен памалла. Ют чӗлхесемпе пӗлӗвӗсене шкул ачисем майӑн 19 тата 20-мӗшӗсенче ҫирӗплетӗҫ. Математикӑпа ачасене майӑн 23-мӗшӗнче, обществознанипе — майӑн 27-мӗшӗнче экзамен кӗтет.
Июнӗн 1-мӗшӗнче биологи, истори, химипе физика, июнӗн 7-мӗшӗнче — вырӑс чӗлхипе экзамен, июнӗн 10-мӗшӗнче — тӑван чӗлхесем, июнӗн 15-мӗшӗнче — информатика, хими, географи, биологи, июнӗн 22-мӗшӗнче — литература, физика тата информатика.
Унсӑр пуҫне, июлӗн 4-9-мӗшӗсенче вӗренӳ предмечӗсемпе резервлӑ сроксем палӑртнӑ.
Аса илтеретпӗр, ОГЭ-2022 ҫӗнӗлӗхĕ ППЭ аудиторийӗсенче бланксене пичет технологийӗ тата ППЭ штабӗнче сканировани туни пулса тӑрать.
«Башинформ» информацийĕпе.