Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
18 Майӑн 2022, 20:49

Раҫҫей шкулĕсенче ӗҫ воспитанийӗ памалли майсене тишкереҫҫӗ

Раҫҫейри шкулсенче ӗҫ воспитанине йӗркелеме пуҫарупа Удмурти патшалӑх совечӗн депутачӗсем тухса калаҫнӑ.

РФ Патшалăх Думипе правительствине вӗсем ӗҫе юратакан обществӑна воспитани парас енӗпе совет шкулӗн лайӑх опычӗ пулнине кӑтартнӑ, шкулти мастерскойсене, технопарксене, вӗренӳ производствин бригадисене, ӗҫ отрячӗсене, ҫуллахи ӗҫпе кану лагерӗсене вӗренӳ тытăмне тавӑрма сӗннӗ. "Шел пулин те, вӗренӳ сферинчи реформӑсем шкулсенче вӗренӳ тӗллевӗ тӗллевлӗ ҫынна вӗрентесси тата воспитани парасси мар, вӗренӳ пулӑшӑвӗ текеннисене уйӑрса парасси пулса тӑнӑ",— тенӗ парламентарисем, "вӗренӳ пулӑшӑвӗ" ӑнлава нормативлӑ практикӑран кӑларасси ҫинчен калакан саккун ҫумне тӳрлетӳсене тума пулӑшса.
Ытларикун сессире Удмурт патшалӑх канашӗн депутачӗсем вӗренӳ организацийӗсенче ӗҫ воспитанине аталантарма тӗллев лартнӑ нормативлӑ право акчӗсене туса хатӗрлес ыйтупа РФ Патшалӑх Думипе правительствин ячĕпе чӗнӳ йышӑннӑ. Пуҫарупа "Пӗрлӗхлӗ Россия" фракцийӗ тухнӑ.
"МГ" информацийĕпе.

Раҫҫей шкулĕсенче ӗҫ воспитанийӗ памалли майсене тишкереҫҫӗ
Раҫҫей шкулĕсенче ӗҫ воспитанийӗ памалли майсене тишкереҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: