Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
25 Майӑн 2022, 14:45

Июнӗн 20-мӗшӗнчен Пушкӑрт аслӑ шкулӗсене документсем йышӑнма тытӑнаҫҫӗ

Кун пирки республикӑри вӗренӳ тата наука министрӗн ҫумӗ Инесса Косолапова ПР  ЦУР "Салям" передачӑра тӳрремӗнех пӗлтернӗ.  

Регион министерствин представителӗ каланӑ тӑрӑх, кӑҫал аслӑ шкулсене документсене июнӗн 20-мӗшӗнчен пуçлаççĕ те июлӗн 27-мӗшӗччен йышӑнаççĕ, колледжсене — июнӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 15-мӗшӗччен. Ссузсенче ирӗклӗ бюджет вырӑнӗсем пур пулсан, документсене йышӑнмалли сроксене ноябрӗн 25-мӗшӗччен тӑсаҫҫӗ, йышӑнассине вара — декабрӗн 1-мӗшӗччен.

Министр çумĕ пӗрлехи патшалӑх экзаменӗсен результачӗсем экзаменсем панӑ хыҫҫӑн тӑватӑ ҫул тăршшĕнче вăйра тăнине аса илтерчӗ.  

https://aur-vesti.info

Июнӗн 20-мӗшӗнчен Пушкӑрт аслӑ шкулӗсене документсем йышӑнма тытӑнаҫҫӗ
Июнӗн 20-мӗшӗнчен Пушкӑрт аслӑ шкулӗсене документсем йышӑнма тытӑнаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: