Майăн 30 тата 31-мĕшĕсенче Пушкăртстанра 16,5 пин выпускник вырăс чĕлхипе экзамен тытнă.
Экзамен паракансен шучĕ питĕ нумай пулнăран ППЭ икĕ кун пулать.
Пушкӑрт вӗренӳ министерствин пресс-службин информацийӗ тӑрӑх, кӑҫал вырӑс чӗлхипе ППЭ хутшӑнма 16 508 шкул ачи заявлени панӑ.
ППЭ заданийӗсене вырӑс чӗлхипе (пурӗ 27) 3,5 сехет хушшинче хуравламалла. Аттестат илес тесен ҫак предметпа 24 баллран кая мар пухмалла, чи лайăх паллăсемлĕ аттестат валли вара – 70 баллран кая мар. ППЭ результачӗсене июнӗн 17-мӗшӗнчен кая юлмасӑр пӗлӗҫ.
Вунпӗрмĕш класра вӗренекен ачасем валли çитес экзаменсене июнӗн 2-мӗшӗнче палӑртнӑ. Ҫак кун шкул ачисем профиль математикине парӗҫ, июнӗн 3-мӗшӗнче базовой математика палӑртнӑ. Июнӗн 6-мӗшӗнче шкул ачисем историпе физикӑна, июнӗн 9-мӗшӗнче — обществознани, июнӗн 14-мӗшӗнче — ют ҫӗршыв чӗлхисем ("Калаҫу" пайсӑр пуҫне) тата биологие параҫҫӗ. Июнӗн 16-мӗшӗнче, июнӗн 17-мӗшӗнче ют чӗлхепе ("Калаҫу" пай), июнӗн 20-мӗшӗнче, июнӗн 21-мӗшӗнче — информатика.
Аса илтеретпӗр, Пушкӑртстан Республикинче экзаменсенче 17 545 ҫын хутшӑнма палӑртать. ППЭ хутшӑнакансен чи нумай суйласа илнĕ предметсем: профиль математики — 52,8 процент, обществознани — 37,3%.
МИХ информацийĕпе.