Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
31 Майӑн 2022, 09:43

Вăтам професси пĕлĕвĕ паракан преподавательсене — 690 пин тенкĕ

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ республикӑри вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан педагогика ӗҫченӗсене патшалӑх пулӑшӑвӗ памалли Указа алӑ пуснӑ.

Вăтам професси пĕлĕвĕ паракан преподавательсене — 690 пин тенкĕ
Вăтам професси пĕлĕвĕ паракан преподавательсене — 690 пин тенкĕ

Пушкӑртстанра вӑтам професси пӗлӗвӗн преподавателӗсене грантсем парассине çирĕплетнĕ. Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ республикӑри вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан педагогика ӗҫченӗсене патшалӑх пулӑшӑвӗ памалли Указа алӑ пуснӑ.

Документа регион право информацийӗн официаллӑ сайтӗнче пичетленӗ. Радий Хабиров Пушкӑртстанра вӑтам професси пӗлӗвӗн программисене пурнӑҫлакан преподавательсемпе патшалӑх вӗренӳ организацийӗсен производство вӗрентӗвӗн мастерӗсене ҫуллен 10 грант парассине йӗркеленӗ. Пӗр грант виҫи — 690 пин тенкӗ.

Регион правительстви августӑн 15-мӗшӗччен кирлӗ лару-тӑрӑва ҫирӗплетмелле тата грант тӳлеме бюджет укҫи-тенкине пӑхса хӑвармалла.

https://resbash.ru/news/obrazovanie

Вăтам професси пĕлĕвĕ паракан преподавательсене — 690 пин тенкĕ
Вăтам професси пĕлĕвĕ паракан преподавательсене — 690 пин тенкĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: