+3 °С
Уҫҫӑнах
2022 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Пушкӑрт шкулӗсен официаллӑ сайчӗсенче вӗренекенсен апатланӑвӗн условийӗсем ҫинчен калакан информацие пичетлесе кӑлармалла пулать.
Кун пирки 831-мĕш номерлă Рособрнадзор приказӗнчи улшăнусем çинчен ПР Вĕренÿпе наука министерстви пӗлтернӗ.
Халӗ тивӗҫлӗ пайра кулленех вӗри апат менюне тата продукци тăратакансем ҫинчен калакан даннӑйсене вырнаҫтармалла, ҫавӑн пекех ашшӗ-амӑшӗсене ҫыхӑну форми тата ыйтусем ҫине хуравсем паракан рубрика тумалла.
«Башинформ» информацийĕпе.