Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
8 Июнӗн 2022, 12:21

Специалитета каялла тавӑрасшӑн

Аса илтерер: хӗвел тухӑҫӗнчи аслӑ шкулсенче икӗ шайпа вӗренеҫҫӗ - бакалавриат тата магистратура.

Специалитета каялла тавӑрасшӑн
Специалитета каялла тавӑрасшӑн

РФ вӗренӳпе ҫутӗҫ министрӗ иртнӗ уйӑхра Раҫҫейре хӗвеланӑҫ енчи пек вӗренӳ тытӑмӗ пулмассине пӗлтернӗ. Пачах пулмасть мар-ха. Ӗҫпе тивӗҫтерекенсен тата аслӑ шкулсен специалитета суйлама май пулӗ.

Аса илтерер: хӗвел тухӑҫӗнчи аслӑ шкулсенче икӗ шайпа вӗренеҫҫӗ - бакалавриат тата магистратура. Пирӗн ҫӗршывра та ку тытӑм ҫине куҫнӑ. Унччен вара специалитет пулнӑ.

Министр магистратурӑри ыйтусене те татса памалли пирки каланӑ. Унӑн шухӑшӗпе, ӑна ҫывӑх профильсен анчах суйламалла, диплом илессишӗн анчах вӗренмелле мар. Тӗслӗхрен, журналист магистратурӑна юриста вӗренме каять. «Ӑнланмалла мар: те журналист, те юрист вӑл», — тенӗ министр.

https://chuvash.org/news/32004.html

Специалитета каялла тавӑрасшӑн
Специалитета каялла тавӑрасшӑн
Автор:
Читайте нас: