Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
27 Июнӗн 2022, 21:54

Пушкӑртстанра абитуриентсем 2022 ҫулта аслӑ шкула темиҫе майпа кӗме пултараҫҫӗ

Раҫҫей Цифра министерствипе Вĕренÿ тата наука министерстви пĕрле хатӗрленӗ электронлӑ сервис ҫӗнӗлӗх пулса тӑнă.

2022 ҫулта абитуриентсем аслă шкула кӗме документсем темиçе майпа пама пултараҫҫӗ: хӑйсем кайса, почтӑпа, ҫавӑн пекех электронлӑ формӑпа -университет сайчӗ урлӑ, Госуслуги порталӗнчи хӑй кабинечӗ е "Поступление в вуз онлайн" суперсервис урлă.
Онлайн вуза кӗрес пирки сервиса аслӑ пӗлӳ парассишӗн тунӑ. Сервис ҫӗршывӑн инҫетри кӗтесӗсенче пурӑнакан абитуриентсемшӗн уйрӑмах ҫивӗч ыйту пулса тӑрать. Кун ҫинчен маларах Раҫҫей Правительствин Председателӗн заместителӗ Дмитрий Чернышенко Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳ тата наука министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ.
Дмитрий Чернышенко та Раҫҫей аслӑ шкулӗсемпе вӗсен филиалӗсем йышăну кампанин стартне хатӗрри ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе ҫӗршывӑн аслӑ вӗренӳ организацийӗсенче бюджет вырӑнӗсен шучӗ ҫулсеренех ӳссе пынине аса илтернӗ. 2022 ҫулта 588 пин ытла ҫын, пӗлтӗрхинчен 11,5 пин ытла ҫын тӳлевсӗр вĕренме пултарать.
"Уфимские нивы" хаçатăн социаллă сетьри страницинчен.
rbsmi.ru порталти графика

Пушкӑртстанра абитуриентсем 2022 ҫулта аслӑ шкула темиҫе майпа кӗме пултараҫҫӗ
Пушкӑртстанра абитуриентсем 2022 ҫулта аслӑ шкула темиҫе майпа кӗме пултараҫҫӗ
Пушкӑртстанра абитуриентсем 2022 ҫулта аслӑ шкула темиҫе майпа кӗме пултараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: