Çутă çул
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
29 Июнӗн 2022, 22:20

Пушкӑртстан студенчĕсем "Вӗренӳ флагманӗсем. Студентсем" конкурс ҫӗнтерӳҫисен шутне кӗнĕ

"Вӗренӳ флагманӗсем. Студентсем" проекта хутшӑнма заявка Раҫҫейӗн 84 регионӗнчен 26 955 ҫын панӑ.

Пушкӑртстан студенчĕсем  "Вӗренӳ флагманӗсем. Студентсем" конкурс ҫӗнтерӳҫисен шутне кӗнĕ
Пушкӑртстан студенчĕсем "Вӗренӳ флагманӗсем. Студентсем" конкурс ҫӗнтерӳҫисен шутне кӗнĕ

Санкт-Петербургра "А.И. Герцен ячĕллĕ Раҫҫей патшалӑх педагогика университечӗн" площадкинче пӗтӗм Раҫҫейри "Вӗренӳ флагманӗсем. Студентсем " "Россия – страна возможностей" президент платформин професси конкурсӗн финалӗ вӗҫленнӗ. Финал ӑмӑртӑвӗсен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 35 студент ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнă, вӗсен шутӗнче Пушкӑртстанри икӗ студентка та.
Пӗтӗм Раҫҫейри " "Россия – страна возможностей" президент платформин "Вӗренӳ флагманӗсем. Студентсем" професси конкурсӗ "Вӗренӳ" наци проекчӗн" Кашнин социаллӑ лифчӗсем" федераци проекчӗн шайӗнче пурнӑҫланаҫҫӗ. Конкурс аслӑ шкулсемпе колледжсенчи малашлӑхлӑ студентсене шырама, аталантарма тата пулӑшу пама палӑртнӑ. "Вӗренӳ флагманӗсем. Студентсем" проекта хутшӑнма заявка Раҫҫейӗн 84 регионӗнчен 26 955 ҫын панӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри "Вӗренӳ флагманӗсем. Студентсем." професси конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисем Пушкӑрт республикинчен Уфари нумай професси колледжӗнче вĕренекен Дарья Кутьина тата Пушкăрт патшалӑх университетӗнчи Дарья Щебетовская пулса тӑнӑ.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстан студенчĕсем  "Вӗренӳ флагманӗсем. Студентсем" конкурс ҫӗнтерӳҫисен шутне кӗнĕ
Пушкӑртстан студенчĕсем "Вӗренӳ флагманӗсем. Студентсем" конкурс ҫӗнтерӳҫисен шутне кӗнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: