+3 °С
Уҫҫӑнах
Проектӑн тӗп тӗллевӗ - 2026 ҫулччен пысӑк ӑсталӑхлӑ кадрсене хатӗрлессине лайӑхлатасси. Пулас вӗренсе тухакансем ӗҫ рынокӗнче конкурентлӑ пулни кирлӗ.
Андрей Назаров каланӑ тӑрӑх, республикӑри вӑтам професси пӗлӗвӗн тытӑмӗ федерацин Атӑлҫи округӗнче чи пысӑкки. Сӑмахран, унта 96 колледж тата вӗсен 41 филиалӗ кӗрет.
Унсӑр пуҫне хальхи 67 мастерской йӗркеленӗ, "Ҫамрӑк профессионалсем" Наци чемпионачӗ хыҫҫӑн оборудование колледжсене панӑ тата 109 мастерской уҫнӑ.
Палӑртса хӑваратпӑр, ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑри колледжсенче хальхи 12 мастерскойран кая мар йӗркелемелле.
"МГ" информацийĕпе.