Сентябрӗн 1-мӗшӗнче Пушкӑртстанра 509 пин ытла ача вӗренме пуҫлӗ. Августӑн 19-мӗшӗнче вӗренӳ организацийӗсем хатӗррине хак памалли процесс вӗҫленет. Республикӑра вӗсем 1295. Вӗсенчен 63 шкул тӗп юсав президент программине хутшӑннӑ.
"Асӑннӑ объектсене юсама федераци укҫи-тенкине туса пӗтерес тата тӑкаклас ыйту РФ Президенчӗн ПФОри полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров ялан тӗрӗслесе тӑрать. Асӑннӑ сроксене чӑн пурнӑҫланӑ чухне ӗҫ тӑвакан влаҫӑн яваплӑ органӗсене тимлеме хушатăп. Сентябрӗн 1-мӗшӗнче вӗсен ӗҫе тытӑнмалла тата ачасене йышӑнмалла", — терӗ Пушкӑртстанри федерацин тӗп инспекторӗ Алексей Касьянов вӗренӳ сезонне хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес ыйтусемпе канашлура.
Республикӑри санитари врачӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсем эпидемие хирӗҫле чарусен условийӗсенче уҫăлӗҫ. Термометри кӗнӗ чухне пулать, учительсене вара маскӑсӑр уроксем ирттерме ирӗк параҫҫӗ.
Федерацин тӗп инспекторӗ шкулсенче вӗри апат çитерессине йӗркелесси çинче уйрăм чарӑннӑ, пӗлтӗр РФ Президенчӗн Уфари приемнӑйне "ку тĕлĕшпе ыйтусем ҫителӗклӗ" кӗнине палӑртнӑ. Ҫапах та регионти Роспотребнадзор представителӗсем канашлура тӗрӗслев результачӗсем тӑрӑх, пӗтӗмӗшле вӗренӳ заведенийӗсенче вӗри апат нормӑсемпе стандартсене тивӗҫтернине палӑртрӗҫ.
Сентябрь пуҫламӑшӗнче республикӑна тата тепӗр пысӑк ӗҫ – сасӑлав кунӗ кӗтет. Ӑна хатӗрленесси канашлури тата тепӗр ыйту пулса тӑчӗ. Сентябрӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа 11-мӗшччен 73 мандата йышӑнмалли 41 суйлав кампанийӗ ирттерме палӑртнӑ, муниципалитетсемпе ял поселенийӗсен представительлӗ органӗсене.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР ГФИ пресс-служби.