Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
29 Августӑн 2022, 15:55

Раҫҫейри "Знание" общество ҫутта кӑларакан акци ирттерет

Ҫутта кӑларакансен акцине хутшӑнас тесен "Знание" обществин сайтӗнче регистрациленмелле.

Раҫҫейри "Знание" общество ҫутта кӑларакан акци ирттерет
Раҫҫейри "Знание" общество ҫутта кӑларакан акци ирттерет

Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 9-мӗшӗччен Пӗтӗм Раҫҫейри ҫутта кӑларакан "Хăвăн пӗлӗвне каласа пар", РФ Вĕрентÿ министерствипе РФ Наукӑпа аслӑ вӗренӳ министерстви пулӑшнипе "Знание" Раҫҫей обществи йӗркеленӗ акцийӗ иртӗ. Ҫӗршер пин шкул ачипе студент хула-миллионниксенче те, ҫӗршывӑн чи аякри кӗтесӗсенче те вӗсене хумхантаракан ыйтӑвӗсене хуравлӗҫ.
Лекторсен вырӑнӗнче патшалӑх тата общество деятелӗсем, паллӑ ученӑйсем, наука популяризаторӗсем, бизнес лидерӗсем, культурӑпа искусство сферин представителӗсем, спортсменсем тата ытти наставниксем тухса калаҫӗҫ, вӗсем хăйсем тунӑ ҫитӗнӳсемпе ҫамрӑк ӑрӑва паллаштарма хатӗр.
Шкул ачисемпе студентсем хăйсен малашлӑхӗпе Раҫҫей аталанӑвӗн малашлӑхӗ ҫинчен ыйтусене хуравлама пултарӗҫ.
Ҫутта кӑларакансен акцине хутшӑнас тесен "Знание" обществин сайтӗнче регистрациленмелле.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.

Раҫҫейри "Знание" общество ҫутта кӑларакан акци ирттерет
Раҫҫейри "Знание" общество ҫутта кӑларакан акци ирттерет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: