Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
7 Сентябрӗн 2022, 20:48

Мускаври класс ертӳҫисен форумӗнче Пушкӑртстан чысне 25 учитель хÿтĕлет

Финала 1 300 педагог иртнĕ, вӗсен хушшинче – Пушкӑртстанри 25 учитель.

Мускаври класс ертӳҫисен форумӗнче Пушкӑртстан чысне 25 учитель хÿтĕлет
Мускаври класс ертӳҫисен форумӗнче Пушкӑртстан чысне 25 учитель хÿтĕлет

2022 ҫулхи октябрьте Мускавра Пӗтӗм Раҫҫейри класс ертӳҫисен II форумӗ иртӗ, унта хутшӑнма заявкӑсем Пӗтӗм Раҫҫейри 64 000 педагог панӑ.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх финала 1 300 педагог иртнĕ, вӗсен хушшинче – Пушкӑртстанри 25 учитель.
Карина Агадуллина - Иглинри 5-мӗш шкулӑн пуҫламӑш класӗсен учителӗ ҫапла шутлать: кун пек меллĕ самант кашнинех пулмасть. Форумра Карина Ринатовна опытлӑрах педагогсенчен пӗлӳ илме, малашне вӗсене ӗҫре усӑ курма палӑртнӑ.
Алсу Аскарова кӗҫӗн класс ачисемпе Уфари 1-мӗш полилингваллă гимназире ӗҫлет, хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл ачасене хӑтлӑ вӗренмелле тума тӑрӑшать: тӗрлӗ мелсемпе ӗҫ меслечӗсене тӗрӗслет.
Белебей районӗнчи Аксаково ялĕн 41-мӗш шкулӑн пуҫламӑш класӗсен учителӗ Надежда Рычагова каласа панӑ тӑрӑх, хăй хутшӑнни ҫинчен пӗлсен, калама ҫук савӑннӑ.
"МГ" информацийĕпе.

Мускаври класс ертӳҫисен форумӗнче Пушкӑртстан чысне 25 учитель хÿтĕлет
Мускаври класс ертӳҫисен форумӗнче Пушкӑртстан чысне 25 учитель хÿтĕлет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: