Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
14 Сентябрӗн 2022, 12:03

100 балл пухнă Алсу пулас выпускниксене канаш пачĕ

Вӑтам шкултан вӗренсе тухнă Алсу Набиуллинан ӗмӗчĕ пурнӑҫа кӗнӗ.  

100 балл пухнă Алсу пулас выпускниксене канаш пачĕ
100 балл пухнă Алсу пулас выпускниксене канаш пачĕ

Аса илтеретпӗр, Алсу химипе 100 балл пухнӑ, Кăрканти вăтам шкулти вĕрентекен Заря Хайдаровна Хисматуллина ертсе пынипе биологипе экологи олимпиадин муниципалитет тапхӑрӗнче темиҫе хутчен те ҫӗнтернӗ.

— Эсӗ хӑвӑн ӗмӗтне пурнӑҫлама пултартӑн-и?

— Паллах! Ӗмӗтленнӗ пекех Пушкӑрт Патшалӑх медицина университетне сиплев факультетне вӗренме кӗтӗм.

— Вĕренме кĕнӗ чухне сана баллсем пулӑшрӗҫ-и?

— Ҫапла, вӗсене шута илсе бюджета вӗренме кӗтӗм. Малта ултӑ ҫул  ӑсӑклӑ вӗренÿ кĕтет.

— Паянхи куна мӗн курма, хӑнӑхма пултартӑн? Суйлавпа кӑмӑллӑ-и?

— Кӗске вӑхӑтрах коллектива хутшӑнма, студент пурнӑҫӗпе паллашма ӗлкӗртĕм. Хирурги кружокне пырса, хирургӑн тӗп хӑнӑхӑвне вӗрентĕм. Чи кирли — лекцисене хӑвӑрт ҫырма вӗренсе çитрĕм, учрежденисемпе аудиторисен корпусӗсен ячӗсене астуса юлтăм. Тӑххӑрмӗш класран пуҫласах ҫак ӗҫе тума кӑмӑлланӑ. БГМУ мана питӗ килӗшет. Кунта туслӑ атмосфера. Занятисенче хăш чух йывӑртарах пулать, анчах яланах интереслӗ. Малашне мĕнле врач пулӑп, калама пултараймастӑп, мӗншӗн тесен манӑн чи кӑсӑклӑ та интереслӗ ултӑ ҫул вӗренмелле-ха.

— ЕГЭ тӑрӑх чи пысăк балсем ҫинчен ӗмӗтленекен пулас шкулсенчен вӗренсе тухакансене мӗнле канаш пама пултаратӑн?

— ЕГЭ енӗпе пысӑк баллсем илес тесен, предмета экзаменсем пуҫланиччен пӗр ҫул малтан штудироват тума пуҫламалла мар, 11 ҫул тӑршшӗпех лайӑх вӗренмелле. Шкул çулĕсемпе киленме сунатӑп.

Карина ИВАНОВА.

Сăнÿкерчĕкĕ: Алсу Набиуллинан харпăр хăй архивĕнчен.

 

100 балл пухнă Алсу пулас выпускниксене канаш пачĕ
100 балл пухнă Алсу пулас выпускниксене канаш пачĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: