Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Вĕрентÿ
19 Сентябрӗн 2022, 15:40

Ачасем хӗвел системинчи планетăсемпе паллашнă

Сентябрӗн 17-мӗшӗнче вырӑс ученӑйӗ, Константин Эдуардович Циолковский ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 165 ҫул ҫитет.

Ачасем хӗвел системинчи планетăсемпе паллашнăАчасем хӗвел системинчи планетăсемпе паллашнă
Ачасем хӗвел системинчи планетăсемпе паллашнă

Сентябрӗн 17-мӗшӗнче вырӑс ученӑйӗ, Константин Эдуардович Циолковский ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 165 ҫул ҫитет.
К.Э. Циолковский - чаплӑ тӗпчевҫӗ, сывлӑшра вӗҫес, авиаципе космонавтика енӗпе чӑн-чӑн новатор. Аэродинамикӑпа авиаци теорийӗпе, ракетодинамикӑпа тата планетӑсем хушшинчи ҫулҫӳревсен теорийӗпе нумай открытисемшĕн эпир Циолковские тав тумалла. Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта документаллӑ фильм, юбилей кунӗ ячӗллӗ презентацисене пӑхса тухнӑ тематика урокӗсем ирттернĕ.
3 "а" класра вӗренекенсене К.Э. Циолковский идейисене малалла тӑсма сӗннĕ. Ачасем хӗвел системин планетисемпе паллашнă. Унтан космос карапӗн макетне планетӑсемпе ҫӑлтӑрсем тӑрӑх ҫӳреме шухӑшласа кӑларма задани илнӗ.
#навигаторыДетстваРБ
#Советник РБ
#Росдетцентр
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Ачасем хӗвел системинчи планетăсемпе паллашнă
Ачасем хӗвел системинчи планетăсемпе паллашнă
Ачасем хӗвел системинчи планетăсемпе паллашнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас