Çутă çул
+28 °С
Облачно
Вĕрентÿ
19 Сентября 2022, 15:59

Пушкӑртстанра пурӑнакансем "Лекторсен лиги" конкурса хутшӑнма пултараҫҫӗ

"Лекторсен лиги" проектӑн виҫҫӗмӗш сезонне хутшӑнма заявкӑсем пухма тытăннă.

Пушкӑртстанра пурӑнакансем "Лекторсен лиги" конкурса хутшӑнма пултараҫҫӗПушкӑртстанра пурӑнакансем "Лекторсен лиги" конкурса хутшӑнма пултараҫҫӗ
Пушкӑртстанра пурӑнакансем "Лекторсен лиги" конкурса хутшӑнма пултараҫҫӗ

"Лекторсен лиги" проектӑн виҫҫӗмӗш сезонне хутшӑнма заявкӑсем пухма тытăннă. Ку - ҫутта кӑларакансен конкурсӗ, ун шайӗнче кирек кам та лектор пулса хӑйӗн вӑйне тӗрӗслесе пӑхма, халӑх кăларăмӗсене лайӑхлатма, хӑйӗн аудиторине тупма пултарать.
Раҫҫей "Пӗлӳ" обществин виҫҫӗмӗш сезонне хутшӑнмалли заявкӑсене сентябрӗн 25-мӗшӗччен çак сайтра йышӑнаççĕ https://www.znanierussia.ru/ligalektorov
Конкурса 18 ҫултан аслӑрах граждансем хутшӑнма пултараҫҫӗ, вӗсем вӑтам профессиллӗ, аслӑ пӗлӳллĕ тата хӑйсен ӗҫ-хӗлӗнче сайра тӗл пулакан пӗлӳсене уйӑрма хатӗр пулмалла. Ҫавӑн пекех "Лекторсен лигисем" иртнӗ сезонсенче ҫӗнтерӳҫӗсен шутне кӗмен хутшӑнакансем хӑйсем ҫинчен пӗлтерме пултараҫҫӗ.
Заявка пама сакӑр енпе юрать: экологипе ыркăмăллӑх, социаллӑ пурнӑҫпа гуманитари наукисем, карьерӑпа бизнес, наука тата технологисем, ҫутҫанталӑк наукисем, медиа тата маркетинг, культурӑпа искусство, спорт тата ЗОЖ.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.

Пушкӑртстанра пурӑнакансем "Лекторсен лиги" конкурса хутшӑнма пултараҫҫӗ
Пушкӑртстанра пурӑнакансем "Лекторсен лиги" конкурса хутшӑнма пултараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас