Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
22 Сентябрӗн 2022, 19:46

ВКра ҫамрӑк ачасем валли "Пушкин пӗлет!" вĕренÿ подкасчĕ тухнă

Видеоподкастӑн пирвайхи серийӗсене ВКонтактри соцсетьра "Ман укҫа-тенкӗ" ушкӑнра пичетлеҫҫӗ https://vk.com/moifinancy

ВКра ҫамрӑк ачасем валли "Пушкин пӗлет!" вĕренÿ подкасчĕ тухнă
ВКра ҫамрӑк ачасем валли "Пушкин пӗлет!" вĕренÿ подкасчĕ тухнă

Сентябрьте Интернетра ҫамрӑк ачасем валли "Пушкин пӗлет!» вӗренӳ видеоподкасчӗн пӗрремӗш серине хута янӑ. Проект Раҫҫейри НИФИ Минфинпа Почта Банк финанс хутлӑхӗн центрӗн вӑйӗпе стартланă. Унӑн тӗллевӗ-ҫамрӑксен хушшинче финанс культурипе хут пӗлӗвӗн шайне ӳстересси.
Видеоподкастӑн пирвайхи серийӗсене ВКонтактри соцсетьра "Ман укҫа-тенкӗ" ушкӑнра пичетлеҫҫӗ https://vk.com/moifinancy
Ҫавӑн пекех сентябрьте тепĕр конкурс пуҫланать, унта хутшӑнакансен кирек мӗнле вырӑс литературин геройӗ ҫинчен кӗске ролик тумалла, унӑн финанс йӑнӑшӗсене хакламалла тата хӑйсен рекомендацийӗсене памалла. Конкурса 14 ҫултан пуҫласа 22 ҫула ҫитиччен ҫамрӑк ҫынсем, "Пушкин карттипе" усӑ куракансем хутшӑнӗҫ. Конкурс ҫӗнтерӳҫисем декабрь уйӑхӗнче укҫа-тенкӗ парнисем илӗҫ.


"МГ" информацийĕпе.

ВКра ҫамрӑк ачасем валли "Пушкин пӗлет!" вĕренÿ подкасчĕ тухнă
ВКра ҫамрӑк ачасем валли "Пушкин пӗлет!" вĕренÿ подкасчĕ тухнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: